суббота, 8 марта 2008 г.

Чăваш хĕрарĕмĕн пурнăçĕпе ĕçĕ


Шупашкарта Чăваш халăх художникĕн Моисей Спиридоновăн музей-хваттерĕнче кĕнеке уявĕ иртрĕ. Ăна Валентина Минеевăн кăçал тухнă “Чăвашсен эрешлĕ пир-авăрĕ” (“Чувашское узорное ткачество”) кĕнекине халалланă. Вăл – “Из опыта народных мастеров” серипе тухнă 3-мĕш капăр кĕнеке – малтанхисем пек вырăсла çеç мар, икĕ чĕлхепе. Унта “Сÿс-кантăрпа çип çинчен”, “Пир хатĕрĕсем, пир тĕртни çинчен”, “Тĕрлĕрен пирсем тата кавирсем”, “Тĕрлĕрен хăю, пиçиххи” ятлă пайсем пур. Кĕнеке сăрлă ÿкерчĕксемпе, илемлĕ сăнÿкерчĕксемпе куçа илĕртсе тăрать.

Кĕнеке авторĕ 84-ра. Вăл ĕмĕр тăршшĕпех чăвашăн эрешлĕ пир-авăрĕпе кăсăкланнă. Çав ăсталăха вĕренсе çитнĕ те тĕрленĕ, тĕртнĕ, çыхнă, ыттисене вĕрентнĕ. Халь хăй лайăх пĕлекен япаласем çинчен чăвашла алçыру хатĕрленĕ, унтан – кĕнеке издательстви ыйтнипе _ вырăсла та куçарнă.

Мĕншĕн кĕнеке уявĕ Спиридонов музей-хваттерĕнче иртрĕ-ха? В.Минеева – çак музейăн 1-мĕш пуçлăхĕ, 11çул (1990 – 2001) хăй пĕчченех çавăнта ĕçлерĕ. Валентина Алексеевна халь аякка тухса çÿреймест, музей-хваттер вара 2 – 3 канса утаслăхра çеç.

Ăçта кăна тăрăшман-ши маттур чăваш хĕрарăмĕ хăй пурнăçĕнче: ялти шкулта, тĕрлĕ хаçатра, ача-пăча радиокăларăмĕсен редакторĕнче, “Паха тĕрĕ” фабрика ÿнерçинче, музей пуçлăхĕнче. Çав хушăрах театр хуралçи те, тĕпчев институчĕн тирпейçи те пулса курнă – нимле ĕçрен те ютшăнман. Çĕршыв тата тĕнче шайĕнчи алĕç куравĕсен çĕнтерÿçи те пулнă.

Эпĕ ун патне кайкаласах тăратăп. Николай Плотникова та, Игорь Алексеева та пĕрре мар ертсе кайнă. Валентина Алексеевна хăй кĕнекине, тухсанах, ыр сăмах çырса парнеленĕччĕ те мана, презентацирен юлас темерĕм. Уявра Минеевăн çывăх тусĕсем пулчĕç: ÿнерçĕсем, алăстисем, журналистсем. Чăваш телевиденийĕ унта хатĕрленĕ репортажа нарăсăн 29-мĕшĕнчи çĕнĕ хыпарсен ярăмĕнче кăтартрĕ.

Петĕр Хусанкайăн 19 - та чух хайланă сăвви аса килет :

Пĕлетĕр-и пăртакçă эсĕр:
Мĕскер вăл тĕп чăваш тĕрри
?


Илемшĕн те çунать чĕре...

Комментариев нет: