вторник, 4 ноября 2008 г.

САВНИСЕН СЛОВАРĔ

Туссем, эсир техника ăслăлăхĕсемпе çырнă кĕнекесене вулама юрататăр-и? Каçарăр, каçарăр ыйтнăшăн – хамах пĕлетĕп. Паллах, (çемçерех калам-ха) кăмăлласах каймастăр. Киче-е-ем вулама. Мĕншĕн кичем? Мĕн-ма тесен “технарьсен” чĕлхи типĕ-типĕ – стандартлă. Вĕсем ирĕклĕхе юратмаççĕ: кашни ăнлавăн пĕр ят кăна пулмалла теççĕ, пĕр сăмахпа темиçе япалана палăртмалла мар теççĕ. Çапах та вĕсене уншăн ÿпкелер мар. Хăвăрах ăнланатăр: капсюль вырăнне хушăран кастрюль тесен, атом вырăнне те çавăн евĕрлине калама пуçласан специалистсем пĕр-пĕрне ăнланми пулĕччĕç. Вара техника процесĕ те вăрахланĕччĕ, çĕршыв та хăрушлăха лекĕччĕ. Ай-яй-яй! калаçса кайрăм. Хăратаканĕсем пирĕн ахаль те пур-ха – халь телевизорĕпе радионе яма та шикленмелле.
Ахаль калаçура эпир пĕр сăмаха тепринпе ирĕклĕнех улăштаратпăр. Ĕненместĕр-и? Тĕслĕхрен, пĕр-пĕр шĕвĕркке урамран лап-лапра килсен амăшĕ ывăлă-ă-ăм! тесе хĕпĕртет-и, тоттă. Кăмăлне кура, пĕри сысна çури тесе кăшкăрать, тепри шăпăрлана э-хе-хей, сысна çурийĕм тесе ÿпкелет. Кун пек улăштарусем ятарлă лару-тăруран килеççĕ тейĕпĕр, хăнăхнă ылмашусем те сахал мар-çке чĕлхере: куршакне чÿлмек теççĕ, кăшманне – чĕкĕнтĕр, пиччене – тете. Чĕлхене нормăлакансем тури чăвашсене те, анатрисене те кÿрентересшĕн мар: хăть те хăшĕнпе усă курăр – çавах пĕр пĕлтерĕш. Çакăн пек сăмахсене чĕлхере “синонимсем” теççĕ. Кусем “тулли синонимсем” пулчĕç. Урăхлараххисем те пур, вĕсене вара “пĕлтерĕшлĕ синонимсем” теççĕ. Малтанхисем чĕлхене кăштах çÿпĕленĕ пек те туйăнать, иккĕмĕш ушкăна кĕрекеннисем вара чĕлхене хăт кĕртеççĕ, пуплеве илемлĕрех тăваççĕ, калаçăва сăнарлăх кÿреççĕ. Хăшĕсем-ха вара вĕсем? Калăпăр, хуллен вырăнне эпир вăрахăн, ерипен, майĕпен теме пултаратпăр. “Çиет” тес вырăнне тĕрлĕ лару-тăрура апатланать, çырткалать, чĕре сури тăвать, тĕшĕрет, чыхать, авăртать, хырăмне тултарать текенсем пур. Чĕлхере синонимсемсĕр питĕ кичем пулĕччĕ! Çывăр та çывăр... Халь вара çак пĕлтерĕше мĕнле кăна палăртмастпăр: ыйха турт, ыйхă çап, ыйха пут, харлаттар, хуп турттар, тĕлĕр, кăтăш пул, сĕнк. Паллах, пурне те тÿрех аса илме май çук – кун пек чухне пире ятарлă сăмах кĕнекисем “Синонимсен словарĕсем” пулăшаççĕ. Вырăссен кун пекки темиçе те пур. Пирĕн вара чăваш ачисем валли хатĕрленĕ çакнашкал словарь чĕрĕк ĕмĕр каялла тухнăччĕ. Унăн авторĕ – Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, филологи наукисен кандидачĕ Елизавета Васильева – хальхаççăн “Чăваш чĕлхинчи синонимсен словарьне” калăпласа кăларчĕ. Ку кăларăм та пысăках мар (204 стр.), çапах та малтанхинчен пуянрах, интереслĕрех пулса тухнă. Синонимсен пĕлтерĕшне илемлĕ литературăран илнĕ тĕслĕхсемпе çирĕплетнĕ. Синоним речĕсем те туллирех. Тĕслĕхрен, илемлĕ сăмах патне хитре, чипер, шеп, селĕм, хÿхĕм, маттур синонимсене панă. Чăн та, ку список чылай вăрăмрах пулмаллаччĕ: илемлĕ сăмахăн “ĕçтешĕсене” тупассипе пĕрре ирĕклĕ конкурс та йĕркеленĕччĕ – чи маттуррисем 40 ытла(!) синоним тупса панăччĕ. Паллах, сăмахсара кĕртнĕ пĕрпеклĕхсемпе те асăрхануллă пулмалла: синонимсем те яланах пĕр-пĕрне ылмаштараймаççĕ. Калăпăр, “çын, этем – человек” тенĕ. Анчах халăх каланине астăватăр-и: “Этем нумай та, çын сахал”. Этеме çын пулма çынлăх кирлĕ – ку тупра вара кашнинех пулмасть...
Пичет çынни тепĕр чух вырăсларан-чăвашла тĕрĕс те килĕшÿллĕ куçарас тет те юрăхлă синоним шыраса хăшкăлать вара. Вĕсене пулăшма Елизавета Федоровна словарь вĕçĕнче вырăс сăмахĕсен кăтартмăшне панă. Пĕтĕмлетсе каласан – кирлĕ, усăллă кĕнеке çапăнса тухнă! Эккей, ăçта хыпаланатăр: словарь туянма лавккана чупасшăн-и? Çуккă вăл унта. Тем те пур, вăл çук! Ну, калăпăр, Чĕлхе саккунĕ пур, наци политикишĕн яваплă çынсем пур ...Словарь вара çукпа пĕрех – ăна авторĕ пенси укçине пухса, хăй шучĕпе 50(!) экземпляр кăларнă. Хам та пĕр штук кăна тупма пултартăм. Пединститутра пысăкрах тиражпа кăларма шантараççĕ-ха, тахçан пулĕ ĕнтĕ. Хаçатçă тусăмсене пичет кунĕ ячĕпе парнелĕттĕм-ха ун чухне...
“Чим-ха, чим, – тейĕ хисеплĕ вулакан, – савнисен словарĕ тени йăнăш çапăнни пулчĕ-и вара?”Çук-çук, тĕрĕсех: синонимсен сăмахсарне шахвăртсарах “савнисен словарĕ” теме пулать. Асăрханă-и эсир – чĕмсĕр те типĕрех çынсен те, юратса пăрахсан, чĕлхи уçăлать, пуплевĕ синонимсемпе пуянланать. Юратупа çунакан каччă хăйĕн савнă хĕрĕ валли мĕнле кăна ят тупмасть пулĕ: савнийĕм, пикеçĕм, чиперккем, пирĕштийĕм, чĕкеçĕм, сар кайăкăм, çăлтăрăм, ылтăнăм...
Юратусăр чĕлхе те аталанаймасть, словарь те кун çути кураймасть.

Геннадий Дегтярев

суббота, 8 марта 2008 г.

Чăваш хĕрарĕмĕн пурнăçĕпе ĕçĕ


Шупашкарта Чăваш халăх художникĕн Моисей Спиридоновăн музей-хваттерĕнче кĕнеке уявĕ иртрĕ. Ăна Валентина Минеевăн кăçал тухнă “Чăвашсен эрешлĕ пир-авăрĕ” (“Чувашское узорное ткачество”) кĕнекине халалланă. Вăл – “Из опыта народных мастеров” серипе тухнă 3-мĕш капăр кĕнеке – малтанхисем пек вырăсла çеç мар, икĕ чĕлхепе. Унта “Сÿс-кантăрпа çип çинчен”, “Пир хатĕрĕсем, пир тĕртни çинчен”, “Тĕрлĕрен пирсем тата кавирсем”, “Тĕрлĕрен хăю, пиçиххи” ятлă пайсем пур. Кĕнеке сăрлă ÿкерчĕксемпе, илемлĕ сăнÿкерчĕксемпе куçа илĕртсе тăрать.

Кĕнеке авторĕ 84-ра. Вăл ĕмĕр тăршшĕпех чăвашăн эрешлĕ пир-авăрĕпе кăсăкланнă. Çав ăсталăха вĕренсе çитнĕ те тĕрленĕ, тĕртнĕ, çыхнă, ыттисене вĕрентнĕ. Халь хăй лайăх пĕлекен япаласем çинчен чăвашла алçыру хатĕрленĕ, унтан – кĕнеке издательстви ыйтнипе _ вырăсла та куçарнă.

Мĕншĕн кĕнеке уявĕ Спиридонов музей-хваттерĕнче иртрĕ-ха? В.Минеева – çак музейăн 1-мĕш пуçлăхĕ, 11çул (1990 – 2001) хăй пĕчченех çавăнта ĕçлерĕ. Валентина Алексеевна халь аякка тухса çÿреймест, музей-хваттер вара 2 – 3 канса утаслăхра çеç.

Ăçта кăна тăрăшман-ши маттур чăваш хĕрарăмĕ хăй пурнăçĕнче: ялти шкулта, тĕрлĕ хаçатра, ача-пăча радиокăларăмĕсен редакторĕнче, “Паха тĕрĕ” фабрика ÿнерçинче, музей пуçлăхĕнче. Çав хушăрах театр хуралçи те, тĕпчев институчĕн тирпейçи те пулса курнă – нимле ĕçрен те ютшăнман. Çĕршыв тата тĕнче шайĕнчи алĕç куравĕсен çĕнтерÿçи те пулнă.

Эпĕ ун патне кайкаласах тăратăп. Николай Плотникова та, Игорь Алексеева та пĕрре мар ертсе кайнă. Валентина Алексеевна хăй кĕнекине, тухсанах, ыр сăмах çырса парнеленĕччĕ те мана, презентацирен юлас темерĕм. Уявра Минеевăн çывăх тусĕсем пулчĕç: ÿнерçĕсем, алăстисем, журналистсем. Чăваш телевиденийĕ унта хатĕрленĕ репортажа нарăсăн 29-мĕшĕнчи çĕнĕ хыпарсен ярăмĕнче кăтартрĕ.

Петĕр Хусанкайăн 19 - та чух хайланă сăвви аса килет :

Пĕлетĕр-и пăртакçă эсĕр:
Мĕскер вăл тĕп чăваш тĕрри
?


Илемшĕн те çунать чĕре...